Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виҫҫӗмӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)

«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Аттил пӗтӗм патшалӑх ӗҫне тума пӑрахни, Кримкилте патӗнче ҫеҫ вӑхӑтне ирттерни чӑвашсене те питӗ куллянтарать.
Аттилӑн чи ҫывӑх тусӗсенчен пӗри — Марка-улӑп. Вӑл чӑтаймасть, Аттил патне пырса, унпа ҫакӑн пирки капаҫма тытӑнать.
Аттил, тарӑхса, ӑна хӑй патӗнчен кӑна мар, чӑвашсем патӗнчен те хӑваласа ярать.
1
Тӳпе хаш сывлать,
Ҫӗр-анне пӑлханать.
Йывӑҫсем те усаҫ ҫулҫине,
Кайӑксем пӑрахаҫ юрлама юррине
Мӗнпур чӑваша шеллесе,
Аттил патшана питлесе.
Пӗтӗмпех манса кайрӗ патшалӑх ӗҫне,
Патша кӑна мар,
Элтепер пулнине.
Ним ӗҫсӗр тӑрса,
Вӑрҫӑ ӗҫне йӑлт манса
Йӗкӗтсен хӗҫӗсем мӑкалаҫҫӗ,
Тӗкӗрҫӗсен уххисем хуҫӑлаҫҫӗ,
Текӗртсен сӑннисем ҫухалаҫҫӗ,
Питлӗхсем тутӑхаҫҫӗ.
Ӗҫсӗр тӑни юрамасть,
Ӗҫсӗр тӑни сӑн памасть.
Пӑлханаҫҫӗ чӑвашсем,
Калаҫаҫҫӗ чӑвашсем:
— Хӗрарӑм кулли
Пит вӑйлӑ ытла.
Пире валли
Патша та ҫук капла.
Аттил халь хӗрарӑм патши,
Пире халь эткер —
Тӗнченӗн нуши.
Аттила кирлӗ Кримкилте,
Пуласлӑх ҫук пирӗн килте.
Тухса каяр пуль тӗнчене,
Манар хамӑр чӑвашшине.
2
Курман-илтмен — пӗр сӑмах,
Курнӑ-илтнӗ — пин сӑмах.
Усал куран — улталан,
Ырра шанан — уйрӑлан.

Пуринчен те ытла кулянать,
Пуринчен те ытла пуҫ усать,
Чи-чи паттӑрри,
Чи-чи хастарри
Марка-улӑп.
Юлашкинчен чӑтаймасть,
Вырӑнта лараймасть
Марка-улӑп;
Аттил патне каять,
Ҫапла калать
Марка-улӑп:
— Аттил, эс — патша,
Анчах халь нуша
Пире пусмӑрлать,
Пуҫа йӑлт хуплать.
Такама савса,
Манса кайрӑн чыса.
Тӑна кӗр, итле,
Таврӑн киле,
Хӗркке патне,
Ачусем патне.
Йӗри-тавра тӑшмансем,
Эс ухмаха тухнишӗн,
Ху камне маннишӗн,
Питӗ савӑнаҫҫӗ вӗсем.

3
Усал ҫыннӑн вилӗм ҫук,
Ырӑ ҫыннӑн телей ҫук.
Тарӑхса каять Аттил,
Кӑшкӑрашма тытӑнать Аттил.
Аттил
Ху камне манса,
Мана мӑшкӑл туса,
Кунта килтӗн,
Сӑмах илтӗн.
Кримкилте умӗнче,
Ҫынсен умӗнче
Кӑларан намӑса.
Ҫапла палкаса.
Тухса кай халех
Ман килтен.
Тухса кай халех
ӑваш элӗнчен.
Ман тус мар эсӗ
Паянтан,
Чӑваш мар эсӗ, —
Ман тӑшман.

Ҫапла каласа,
Шавласа, кӑшкӑрса,
Хуса ярать Маркана,
Питӗ паттӑр ҫынна
Аттил хӑй патӗнчен
Чӑваш элӗнчен.

4
Ҫумӑр мар ҫӑвать,
Тӳпе мар макӑрать, —
Чӑваш халӑхӗ макӑрать,
Куҫҫуль юхтарать:
— Эсӗ те кайсан,
Пиртен уйрӑлсан,
Кам пире хӳтӗлет ,
Кам ҫӑлӑнӑҫ кӳрет,
Марка-улӑп.!
ӑшман тапӑнсан,
Пӗтерме тапратсан,
Кам пире ҫӑлать,
Кам малта пулать,
Марка-улӑп.!

Марка-улӑп каять уйрӑлса,
Чӑвашсене пӑрахса.

5
Ӳре-кӑйкӑрсӑр юлчӗ
Кӑйкӑр кӗтӗвӗ.
Ӳре парссӑр юлчӗ
Шурӑ парс кӗтӗвӗ.
Ӳре ӑмӑртсӑр юлчӗ
Ӑмӑрт кӗтӗвӗ.
Ӳре кашкӑрсӑр юлчӗ
Кашкӑр кӗтӗвӗ.
Мӗскер кӗтет вӗсене —
Хӑйсем ҫеҫ юлнӑскерсене.

Улӑпсӑр та юлчӗҫ чӑвашсем,
Патшасӑр та юлчӗҫ чӑвашсем.
Халь ӗнтӗ мӗн тумалла.
Халь ӗнтӗ асапланмалла...
Ара, тӑшмансем ҫакна ҫеҫ кӗтеҫҫӗ,
Тапӑнса кӗме хатӗрленеҫҫӗ.

Ӑнлантаркӑч

1. Тӗкӗрҫсен уххисем хуҫӑлаҫҫӗ. Тӗкӗрҫ — ухӑпа кӑраланнӑ ҫар ҫынни, вырӑсла — лучник.
2. Текӗртсен сӑннисем ҫухалаҫҫӗ. Текӗрт — ҫарҫыннисен ушкӑнӗ, отряд.
3. Питлӗхӗсем тутӑхаҫҫӗ. Питлӗх — ҫарҫыннин хӳтлӗхӗ, вырӑсла щит.
4. Марка-улӑп... Ахӑртнех, историре пулнӑ ҫынах пулӗ. Марка-улӑп чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче чи сарӑлнӑ сӑнарсенчен пӗри. Ҫакна хальхи Чӑвашстанри топоним та питӗ лайӑх кӑтартса парать. Хальхи Чӑваш Республикинче Марка ялӗсем те, ҫырмисем те, сӑрчӗсем те, ытти паллӑ вырӑнсем те пур.
Улӑп — ытти тӳрк чӗлхисенче алп, улп; паттӑр тӗреклӗ, питӗ вӑйлӑ, никам ҫӗнейми тенине пӗлтерет. Улӑп ятне чи паттӑррисем кӑна илме пултарнӑ. Чӑваш халӑх историйӗнче Улӑп-Илитвер ятлӑ патша тата элтепер пулни паллӑ. Вӑл VII ӗмӗрте пурӑннӑ. Каярахпа чӑваш халӑх фольклорӗнче Улӑп-тӑпри ҫинчен калакан легендӑсем питӗ нумай.
5. Тухса кай халех чӑваш элӗнчен. Эль — ҫӗршыв, халӑх пурӑнакан вырӑн, патшалӑх.
6. Кам малта пулать? Елӗк-авал ҫапӑҫусене пуҫлакансем улӑпсем пулнӑ. Кашни текӗрт пӗр-пӗр улӑп тавра тӑнӑ. Улӑп тапӑнса пыни хальхи вӑрҫӑра танк атакана кӗни евӗрлӗ пулнӑ. Ытти ҫарҫыннисем ун хӳттинче пулма тӑрӑшнӑ. Улӑп аманни е ҫапӑҫуран кайни инкек тӳснипе танах пулнӑ.
7. Ӳре-кайӑксӑр юлчӗ... Ӳре — ертӳҫӗ, ӳре-кӑйкӑр — ертӳҫӗ-кӑйкӑр.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 19:17:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3656 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем